Чыс пар - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Чыс [честь] пар 1. отдавать / отдать честь кому; 2. чыс пар почитать / почтить кого.
1. Адмиралăн сăмахне Чунтан-вартан ратланса, Пурте пĕрле Колчака Яштах тăрса честь параç. И. Тăхти. Салтакла тумланнăскер, Чыс парать инкемĕре. Я. Ухсай. 2. Атте-анне ятне лайăх тытсан, Пире лайăх çынсем чыс парĕç. Чăваш халăх юррисем.