альбом - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.п. Аудиокассета (туп.) е компакт-диск (туп.) çине çырса тиражланă юрă-кĕвĕ пуххи. Газмановăн ку таранччен 5 магнитлă альбом тухнă. ÇХ, 1997, 20 /, 5 с. «Агата» ушкăнăн юлашки альбомĕ. Т-ш, 1998, 6 /, 5 с. Л.Васильевăн çĕнĕ магнитлă альбомĕн ... презентацийĕ пулчĕ. Х-р, 20.07.1999, 4 с. «Аксар» студи кăларнă «Чăваш ташши-6» альбом. Т-ш, 1999, 3 /, 8 с. —дебют альбомĕ (Т-ш, 1998, 9 /, 12 с.); альбом-кассета (ÇХ, 1999, 7 /, 9 с.).