амбици - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Хапсăну, антăху; мăнкăмăллăх, кĕр-мек(лĕх). Политика амбицийĕсене пăрахмалла [Пуçелĕк]. Х-р, 2.03.1993, 2 с. Паянхи политика амбицийĕсене пула истори факчĕсене пăсса кăтартас марччĕ. В.Родионов //ЧЕ, 6.02.1999. [Халĕ] республика президенчĕсен, кĕпĕрнаттăрсен амбицийĕнчен тухса чăннипех вăйлă регион туса хума пулать. ХХ, 2000, 7 /, 2 с. Манăн та творчествăра хамăн амбицисем пур. ÇХ, 2001, 14 /, 8 с. — пусарайми амбици (Х-р, 28.09.2001, 1 с.)