аналитика - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Тишкерӳ, анализ. «Халăх шухăшĕ» фондăн аналитика центрĕн ертӳçи. Х-р, 29.05.1996, 1 с. Ăна [кĕнекене] Раççейри чи паллă аналитика агентстви хатĕрленĕ. Х-р, 7.05.1998, 3 с. — аналитика тĕрĕслевĕ (Х-р, 18.10.2001, 2 с.).