аннелĕх - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Амăш тайăнĕ, амăш туртăмĕ; амăшлăх. Этемсем çĕнелĕç те çĕнелĕç çĕр çинче, аннелĕх, эс пуртан. М.Сениэль, 1990, 94 с. Вăл [В.К.Кузьмина] маншăн çеç мар, ыттисемшĕн те иккĕмĕш Анне пекех... Унра Аннелĕх çав тери пысăк. ХК, 1998, 37 /, 15 с.