бюрократилĕх - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Тӳре-шара (туп.) хăйĕн тивĕçĕсене ячĕшĕн пурнăçлани; чинçăсен (туп.) чараксăрлăхĕ, чăкăлташăвĕ, чăрмавĕ. Романра А.Емельянов писатель административлăха, бюрократилĕхе, пăнтăхлăха çивĕч питлет. М.Ставский //Я-в, 1991, 1 /, 21 с. Бюрократилĕхе, ĕçе ячĕшĕн çеç тăвас хăнăхусене çивĕччĕн критиклеме тытăнаççĕ. ЧЛ, 1994, 11 кл., 193 с.~~