ваучер - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Патшалăх харпăрлăхĕнчи предприятисене приватизаци (туп.) тунă чухне акци (пай хучĕ) тата пурлăх илме май паракан хаклă йышши хут; Раççей Федерацийĕнче 1992—1994 çулсенче усă курнă приватизаци чекĕ. Ĕнер Раççей Федерацийĕн Патшалăх пурлăх комитетĕнче ваучер «пре-зентацийĕ» пулчĕ. Х-р, 26.08.1992, 2 с. Сире приватизацилеме юрать-и. — Ваучерăра кăтартăр-ха! Х-р, 19.09.1996, 1 с. Ваучер-сене тарăн калушпа улăштаракансем те, вунă пинпе сутса яракан-сем те, акцисем илсе юлакансем те пулчĕç. ЧÇ, 1998, 14 /, 11 с. Ваучер текен хут таткипе улталаса, акцисемпе пуясса шантарса халăх пурлăхне уйрăм çынсен аллине парса пĕтерчĕç. ХС, 1999, 19 /, 2 с. — ваучер фончĕсем (Х-р, 22.02.2000, 2 с.).