видеоӳкерӳ - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Пурнăç саманчĕсене видеопленка (туп.) çине çырса хăварни; видеофильм е видеосюжет (туп.) хатĕрлени. 20 минутлăх видеоӳкерӳ (кассети-мĕнĕ) — 130 тенкĕ. Ар, 2000, 10 /, 3 с. Тутар президенчĕ М.Шаймиев Пăлхар хулинчи музей-заповедникре пулнă вăхăтри видеоӳкерӳ. Х-р, 2.07.2002, 6 с.