вулав - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.п. Саккуна парламентра виçĕ хутчен сӳтсе явса йышăнни. Çав документа пĕрремĕш вулавра ... пурте хаваспах йышăннă. Х-р, 4.08.1993, 3 с. Иккĕмĕш вулавпа пăхса тухнă [Пуçелĕк]. Х-р, 21.10.2000, 2 с. Саккунне вара пĕлтĕрхи ака уйăхĕнчех пĕрремĕш вулавпа йышăннă. Х-р, 7.04.2001, 2 с. Саккун проектне Патшалăх Думин депутачĕсем пĕрремĕш вулавпах пăрахăçланă. Ар, 2001, 20 /, 3 с.