вырăслату - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Вырăс чĕлхине, йăли-йĕркине, культурине мала хуни, вĕсене хистевлĕ йышăнтарни. Кадрсем хатĕр-лессинче паян та вырăслату сулăмĕнчен хăпаймастпăр. Х-р, 7.10.1992, 1 с. Вырăслату пусаркăçне кăшт сулчăлатни пирĕн чĕлхене ирĕкленме, малалла талпăнма май пачĕ. Х-р, 21.05.1999, 3 с.