вырăслăх - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
1. Ç.п. Несĕлĕпе е чĕлхипе вырăс пулни. Поэтăмăр [Г.Айхи] пултарăвне хакланă май «чăвашлăх» е «вырăслăх» ыйтăвне хускатни усăсăр япала. Вĕсен хушшинче — пултарулăх ĕçне илес пулсан — чикĕ лартаймастăн. А.Хусанкай //Х-р, 10.09.1992, 5 с. Н.Ашмарин вырăслăхĕпе пире вĕçĕмсĕр сăмсаран чышнине тӳссе çитет! Э. Илле //Х-р, 2.08.2000, 2 с. 2. П.п. Вырăс хавалĕ, вырăс тĕнчи (чĕлхи, шухăшлавĕ, йăли-йĕрки, тĕнĕ т.ыт.те); вырăссен несĕллĕхĕ. Пĕр енчен [Г.Н.Волковăн «Пуш уйăхĕн вĕçĕнче» калавĕнче] — чăвашлăхшăн тăрăшакансем..., тепĕр енчен — вырăслăхшăн тăрăшакансем. И.Кузнецов, 1977, 169 с. Ара, пĕтĕм информаци, хыпар вырăсла килнипе пĕтĕм тĕнче вырăслăхран çеç тăрать вĕсемшĕн. Ил.Ива-нов //Х-р, 8.10.1992, 2 с. Вырăсăн — вырăслăх, чăвашăн — чăвашлăх пултăр. Х-р, 24.08.1993, 3 с. Ку, ун шучĕпе, чăвашлăх статусне чакарать, вырăслăхăнне ӳстерет. Х-р, 15.08.2000, 4 с.