вырсарни - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
вырсарни шкулĕ, ç.я. Эрнере пĕрре — выр-сарникун — вĕренмелли шкул (диаспорăра (туп.) ачасене чăваш-ла вĕрентмелли майсенчен пĕри). Вырсарни шкулне пулăшма [Пу-çелĕк]. Х-р, 20.09.1996, 1 с. Хусанта вырсарни шкулне уçнă. ÇХ, 1997, 50 /, 5 с. Самарта, Тольяттире чăвашсен вырсарни шкулĕ-сем лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. Я-в, 1999, 11—12 /, 117 с.