гимнази-шкул - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Гимнази (туп.) йышши классемлĕ шкул. Муркашри гимнази-шкулта вĕренекен хĕр ... официаллă майпа арăм пулса тăнине астăватăп. ХС, 6.03.1998, 4 с. И.Я.Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕрĕн 150 çулхи юбилейне Пелепейри чăваш гимнази-шкулĕнче те ирттерме хатĕрленеççĕ. УС, 10.04.1998, 1 с. Шупашкарти 49-мĕш гимнази-шкулта гумани-тари класĕнче вĕренет вăл. ÇХ, 1993, 12 /, 12 с.