дедовщина - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Асаттелĕх (туп.). Вăрçи çеç мар, «дедовщина» алхасни те хăратать çамрăксене. Х-р, 6.02.1997, 4 с. Халиччен чăваш драматургийĕнче «дедовщина» темине хускатманччĕ-ха. ÇХ, 1998, 50 /, 9 с. Мĕншĕн вĕлернĕ. Сăлтавĕ — паянхи çарта тарăн тымар янă «дедовщина». Х-р, 29.04.1999, 2 с. Ун чухне салтакра «дедовщинăпа» «землячество» мĕнне илтмен те. ÇÇ, 2000, 4 /, 4 с.