деноминациле - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с., экон., фин. Укçасен малтанхи хаклăхне улăштар (пысăклат). Деноминациленĕ укçа-тенкĕ, тĕпрен илсен, кăçалхи пĕрремĕш кварталтах киввине «хĕссе кăлармалла». Хальлĕхе вара кивви те, çĕнни те çаврăнăшра пулĕ. Х-р, 6.01.1998, 1 с. Деноминациленĕ укçапа виçсен те — 50 пин кăна мар. ÇХ, 1999, 11 /, 3 с.