дивизион - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.п.,спорт. Спорт вăййин (футбол, баскетбол) ăмăртăвне хутшăнакан командăсен ăсталăх ушкăнĕ. Республика чемпионачĕн аслă дивизионĕнче матчсен календарĕ пăсăлчĕ. Х-р, 25.08.1998, 4 с. Чăваш Республикинчи футбол чемпионачĕ вĕçленчĕ. Пĕрремĕш дивизионра 16 район ... команди хутшăнчĕ. ÇХ-рĕ 8.12.1999, 4 с. «Волжанка» пĕрремĕш дивизионра пур кăтартусемпе те малти вырăна тухрĕ, çитес çул аслă дивизионра выляма ирĕк çĕнсе илчĕ. ÇХ, 1999, 42 /, 11 с. Пĕрремĕш лигăри «Центр» дивизионта вылянă «Букет Чувашии» баскетбол команди çурма финала тухрĕ. А-и, 2000, 1 /, 9 с.