дилер - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с., экон. Тавар (е хаклă хутсем) туянса хăй тĕллĕн сутă тăвакан, хаксен ăрасналăхĕнчен услам илекен çын е фирма; сутуçă. Дилерăн брокер пек ĕçлеме те май пур. Ç-т, 1992, 6 /, 24 с. «Хавхалану» юлташлăх — Тутаеври мотор завочĕн официаллă дилерĕ. Х-р, 29.10.1993, 4 с. Çĕнĕ тата питĕ кирлĕ «маркетинг», «лизинг», «дилер тытăмĕ» ... ăнлавсене пĕр хăрамасăр хăнăхмалла. ÇХ, 1997, 49 /, 1 с. — промышленность-дилер предприятийĕ (Х-р, 14.10.1992, 2 с.); дилер станцийĕ (Х-р, 20.09.2003, 2 с.).