диссидент - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Патшалăхăн официаллă идеологине, тоталитарлă тытăма хирĕçлекен çын. Таркăнĕ — леш диссидент — пирĕн йĕркене вăл хирĕç. К-н, 1977, 16 /, 4 с. Диссидентсене илес пулсан, 175 çынна гражданлăх прависĕр хăварнă. Х-р, 30.09.1992, 3 с. Ку ыйту çине диссидентла пăхасси пур çак çыннăн. ÇХ, 1997, 46 /, 6 с. Аслă писателĕн [Лев Толстойăн] Раççейри пĕрремĕш диссидент пулма тивнĕ. Х-р, 6.10.1998, 2 с. — совет диссиденчĕ (Х-р, 28.07.1992, 1 с.); вырăнти диссидент (Х-р, 29.05.1996, 2 с.); сумлă диссидент (ÇХ, 27.02.1998, 4 с.); пăхаттир-диссидент (Х-р, 16.03.2000, 3 с.); — диссидент шăпи (ÇХ, 1997, 46 /, 6 с.); диссидент шухăшлавĕ (Ă-л, 1998, 4 /, 3 с.).