дудаевец - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. 1991—1996 çулсенче Ичкери-Чечня Республикин президенчĕ пулнă Джохар Дудаев сепаратистпа пĕр шухăшлă çын; чечен боевикĕ (туп., 2). Вырăнта пурăна-кансем дудаевецсене парăнма тата мирлĕ ĕçе тытăнма ... ыйтнă. Х-р, 29.02.1996, 1 с. Дудаевецсен аллине хĕç-пăшал, çар техники мĕнле майпа лекнĕ. ÇХ, 1999, 41 /, 5 с.