евро - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Европа Союзĕн пĕрлехи валюти. Европа типографи фирмисем 2002 çулхи кăрлач уйăхĕнчен евро укçана хута ярассишĕн тăрăшаççĕ. Х-р, 18.08.2000, 3 с. 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче еврозонăри 12 çĕршывра евро пĕртен-пĕр тӳлев хатĕрĕ пулса тăрать. Х-р, 14.09.2001, 3 с. Евро çине куçнă [Пуçелĕк]. Х-р, 19.02.2002, 2 с. — евро тӳле (Х-р, 7.08.2003, 3 с.).