имидж - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Пĕр-пĕр çыннăн, йышăн, вырăнăн т.ыт. халăх ăс-тăнĕнче (хăй тĕллĕн е ятарлă витĕмпе) ӳкерĕннĕ пайăр сăн-сăпачĕ. Унăн [совет халăхĕн] имиджĕ валли пур атрибута та хатĕрлесе çитернĕччĕ... Х-р, 3.10.1992, 2 с. Политикăра «вилес мар» тесен яланах сăнарна — имиджна — çĕнетсе тăмалла. ÇХ, 1997, 28 /, 2 с. Асăннă преступлени Чăваш Республикин имиджне, лăпкă регионăн ятне самаях хавшатрĕ. ÇХ, 2000, 39 /, 3 с. Санăн имидж пулсан, эс сцена çине тухсанах шăпăрр! алă çупĕç. Ар, 2001, 9 /, 2 с. — политикăн имиджĕ (ÇХ, 1997, 28 /, 2 с.); çĕнĕ имидж (ÇХ, 1999, 1 /, 5 с.); интереслĕ имидж (ÇХ, 1999, 8 /, 8 с.); — имиджа улăштар (ÇХ, 2001, 47 /, 10 с.; ÇХ, 2002, 23 /, 8 с.).