итлевçĕ - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Итлекен, тăнлакан, тимлекен çын. Калавçă хăйĕн халапне такмакланă хушăра та вулавçăсене (итлевçĕсене) асран ямасть. Н.Петров //Чăваш илемлĕ лит-ра чĕлхи, 1978, 98 с. Авторсем ... итлевçĕ е вулавçă çинчен мансах кайнă. И.Павлов //КЯ, 27.03.1991, 2 с. «Эпĕ çыртăм сăввине, эсир тупăр юррине», — тет автор [М.Федоров] вулавçа, итлевçе. Х-р, 18.11.1998, 3 с.