йăлаçă - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен, йăла службинче ĕçлекен çын. Пирĕн, йăлаçăсен, халăх ыйтăвне ... вăхăтра тивĕçтерессишĕн вăй-хала хĕрхенмесĕр тăрăшмалла. А.Савельев-Сас //К-н, 1982, 18 /, 5 с. Ял халăхĕн укçа çук та халь, йăлаçăсем заказсăр лараççĕ. ХС, 1995, 34 /, 2 с. Йăлаçăсем хисепре [Пуçелĕк]. Х-р, 29.05.2001, 3 с.