йĕркеленӳ - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Обществăлла пĕрлешӳ е патшалăх учрежденийĕ; организаци. Шупашкарти пĕчĕк хуçалăх йĕркеленĕвĕсен ассоциацийĕн генеральнăй директорĕ. Х-р, 16.09.1992, 4 с. Пĕтĕм Раççейри «Афганистан ветеранĕсен Раççей Союзĕ» обществăлла организацин Чăваш Республикинчи йĕркеленĕвĕн правлени председателĕ. ÇХ, 1999, 13 /, 2 с. — танл., Егоров, 1954, 61 с.