калу - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Сăнласа пани, каласа кăтартни; калав. Э-э, ун пурнăçĕ ... хăй тепĕр калу. С.Шавлы, 1968, 56 с. Эпикăлла хайлав-сенчи чĕлхепе пуплеве ăнкарма калу (повествовани) ... çинчен пĕлсе тăмалла. Г.Федоров, 1994, 7 с. Тин çеç юмах-халап çулĕпе чупма пуçланă калу [«Арçурире»] чăваш хресченĕн кулленхи пурнăçне сăнланипе ылмашăнать. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с. Калу пĕлтерĕшĕ чăнах та пысăк кунта [хайлавра]. Х-р, 27.12.2001, 4 с.