кăваклăх - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Кăвак сĕм, кăвак талккăш; сенкерлĕх. Кăваклăхра курнать ик мачта. С.Шавлы, 1958, 80 с. Каçкӳлĕм канлĕн киленеççĕ çӳл тӳпери кăваклăхпа. Ю.Сементер, 1987, 5 с. Таçта лере, çăлтăрсем хушшинче курăнакан кăваклăхра, сип-сивĕ инçет хуçаланать. А.Емельянов, 1990, 55 с. Кăваклăхри çак сивĕ юр та чуна ыраттарса юлать. А.Т.-Ыхра, 2001, 76 с. — сĕм кăваклăх (Çеçпĕл М.); ирхи кăваклăх, хуп-хура кăваклăх, тӳпе кăваклăхĕ, инçет кăваклăхĕ (Хв.Агивер, 1984, 16 с., 48 с., 78 с., 109 с.); тăп-тăрă кăваклăх (П.Афанасьев, 1985, 22 с.); çурхи кăваклăх (ХП, 1990, 2 /, 11 с.).