кĕнеке - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
кун кĕнеки, ç.я. Пулни-иртнине тата шухăш-кăмăла куллен-кун палăртмалли тетрадь; дневник. Çырнисене пĕтĕмпех ... пичетлесе кăларать (кун кĕнекисем, ... çырăвĕсем таранах). ТА, 1988, 10 /, 29 с. Кун кĕнекинче те çак фактсене кăшт-кашт палăртнă. КЯ, 7.10.1989, 3 с. Поэт кун кĕнеки çырса пынă. Х-р, 4.02.1997, 3 с. Çыравçă ... кун кĕнекисенче, аса илӳсенче Тайăра асăнмасăр иртмен. Т-ш, 1999, 5 /, 5 с.