кĕретсĕр - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Кулленхи ĕçрен хăпмасăрах аслă (е ятарлă) шкулта вĕренсе пымалли май; куçăн мар (туп.), заочно. Вăл ... пед-институтăн вырăс уйрăмĕнче кĕретсĕр вĕренет. ХШ, 1998, 4 /, 89 с. Кĕретсĕр тата каçхи уйрăмсене ... университета калаçу йĕркипе вĕренме йышăнаççĕ. Т-ш, 1998, 11 /, 1 с. 1974 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен кĕретсĕр (заочно) вĕренсе тухать. Çт, 1999, 5—6 /, 23 с. — кĕретсĕр шкул (Т-ш, 2001, 49 /, 4 с.).