контрацепци - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Çие юласран сыхланмалли пулăшу хатĕрĕпе (контрацептивпа) усă курни. Ача çуратнăранпа пĕр уйăх иртсенех контрацепци хатĕрĕсемпе усă курма тăрăшăр. ÇХ, 1997, 15 /, 6 с. Миçе çултан вĕсемпе [ӳсекен хĕрсемпе] ар çыхăнăвĕ, контрацепци çинчен калаçма пулать. ÇХ, 1999, 29 /, 8 с. Вăл хырăм пăрахас шухăшлă... Акă вăл — контрацепцин Раççейри чи анлă сарăлнă мелĕ! ÇХ, 2000, 17 /, 4 с. — гормоналлă контрацепци (ÇХ, 1998, 37 /, 5 с.).