кукка - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.п., куçăм. Ĕç вырăнĕпе (должноçпа) усă курса пĕлĕш-тăванне пулăшу кӳрекен çын; хунтă. Вĕсем виççĕмĕш класлă водительсенчен чип-чиперех «пĕрремĕш класлисем» пулса тăнă, ... ырă куккасем пулăшнипе. К-н, 1987, 8 /, 3 с. «Кукка» пулмасан ан та сĕкĕн [Пуçелĕк]. ÇХ, 1996, 2 /, 2 с. Анчах таса карьера пултăр... Хыçран пĕр-пĕр «кукка» тĕртсе пырать-тĕк — пачах урăх калаçу. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с. Пĕр-пĕр «пуян кукка» пулăшăвĕ кирлĕ-мĕн кунта. ТА, 2003, 2 /, 72 с. — палланă «кукка» (ÇХ, 1996, 2 /, 2 с.); хулăн кĕсьеллĕ куккасем (ÇХ, 2001, 14 /, 3 с.); пысăк вырăнта ларакан «кукка» (Ар, 2001, 21 /, 2 с.).