курав - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Пĕр-пĕр япаласен (картинăсен, кĕнекесен т.ыт.) пуххине йĕркелесе халăха вăхăтлăх кăтартни; выставка, куравăш. Курава Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн залĕсенче йĕркеленĕ. Юрий Зайцев, 1990, 1 с. Библиотекăра — курав [Пуçелĕк]. Х-р, 14.03. 1996, 3 с. Шупашкарăн Мускав районĕнчи Ачасен пултарулăх керменĕнче кашни çулах ал ĕçĕсен куравне йĕркелеççĕ. ЧХ, 30.05.1998, 4 с. Танл., Леонид иккĕмĕш çул ĕнтĕ пурсуй йытăсен ăмăрту-куравне йĕркелет. ÇХ, 1998, 45 /, 2 с. — ал ăсталăх куравĕ (ÇХ, 1998, 13 /, 6 с.); ятран курав (Т-ш, 1998, 5 /, 5 с.); пĕтĕмлетӳ куравĕ (Я-в, 1999, 2 /, 90 с.); тĕнчери курав (Я-в, 2000, 5 /, 85 с.); çĕнĕ курав (Х-р, 9.10.2001, 4 с.); — курав залĕ (ÇХ, 1997, 46 /, 5 с.; Х-р, 8.06.1999, 4 с.); Курав керменĕ (ÇХ, 1998, 49 /, 9 с.; ХС, 1999, 12 /, 1 с.); курав ирттер, курава тăрат (Х-р, 24.01.1998, 11 с.); курав уç (1998, 5 /, 5 с.); курава хутшăн (Х-р, 8.06.1999, 4 с.); куравсен çĕнтерӳçи (Я-в, 2000,5 /, 85 с.).