лидерлăх - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Çул пуç пахалăхĕ; ертӳçĕ тивĕçĕ-тайăнĕ. Вĕсем пĕр тантăш мăшăрсенчен кăшт кăна аслăрах-ха, анчах ... лидерлăх палли пур — сăпайлă, ăслă, кăмăллă лидерлăх. А.И.-Ехвет //Х-р, 12.09.1996, 3 с. Ăна тума нимле пултарулăх та, нимле тавçăрулăх та, нимле «лидерлăх» та кирлĕ мар. Д.Гордеев //Х-р, 2.08.2000, 4 с.