манкурт - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Несĕлне маннă, наци туйăмне çухатнă пархатарсăр çын е халăх; ансух. Манкуртсене хатĕрлемелли инструкци-çке-ха ку! Х-р, 17.03.1992, 5 с. Тутар халăхĕ манкурта тухас пулăмран питĕ аякра. Х-р, 3.10.1992, 2 с. Совет влаçĕ Раç-çейри халăхсене манкурта кăларасшăн пулнă. Х-р, 8.06.2002, 1 с. — çурма манкурт (Х-р, 3.10.1992, 2 с.); — манкуртла сăмах, манкуртла такмак (В.Егоров //Х-р, 4.08.1993, 4 с.).