медитаци - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Йогăра (туп.), психотерапире усă куракан хăнăхтару, канăçлăн шухăша путни. Медитаци ... чух çын ӳт-пĕвĕ çемçелет, кăмăл-туйăм палăрмасть, этем тулашри япаласенчен уйрăлать. ЧЛ, 1994, 11 кл., 236 с. Манăн медитаци пуçланнă. Х-р, 3.09.1996, 4 с. Медитаци вăрттăнлăхне-ăсталăхне ăна халăхăмăр панă. ÇХ, 10.04.1998, 7 с. ДНК кĕвви Инди çĕр-шывĕн медитаци кĕввине аса илтерет имĕш. С-х, 2000, 9 /, 4 с. — медитаци пози (С-х, 2000, 5 /, 4 с.); медитаципе аппалан (ÇХ, 2003, 8 /, 10 с.).