монстр - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Элес-мелес капашсăр япала; йĕлмевĕс, çам. «КПСС» ятлă монстр наци ыйтăвĕпе тунă çылăхсене вăл [истори] каçармастех. Х-р, 25.09.1996, 2 с. Халĕ пирĕн ял вырăнĕнче — монстр-комбинат. Ч-х, 1999, 14 /, 5 с. Влаçа «тапаланакансем» Коммунистсен партийĕн ертӳçинчен темĕнле монстр сăнарне калăплас тесе ... тума пултарайманнине те турĕç. Ч-х, 1999, 27 /, 7 с.