на-наец - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с., калаç. «На-на» шоу-ушкăн (туп.) солисчĕ. На-найçăсене те хăй вăхăтĕнче никамах та палламан. Т-ш, 1998, 4 /. «На-наецсем» — С.Бабурин вице-спикер пулăшуçисем. ÇХ, 1999, 10 /, 8 с. Республика кунне уявлама Мускав мэрĕ те килчĕ. Пĕччен те мар, футбол командипе тата «на-наецсемпе». ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. «На-наецсем» Америкăра Çĕнĕ çултанпа пурăнаççĕ. Х-р, 7.06.2000, 3 с. — на-найçăсен концерчĕ (Т-ш, 26.01.1996, 9 с.); «на-наецсемпе» туслă пул (ÇХ, 2001, 47 /, 5 с.).