настоятель - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ч.с. 1. Мăнастир пуçлăхĕ. Ĕпхӳри Чăваш халăх шкулĕнче арçынсен мăнастирĕн настоятелĕ Серафим атте пулса курчĕ. ЧТ, 1998, 5 /, 7 с. Савватий атте, арçынсен мăнастирĕн настоятелĕ, куллен ОМОНа шăнкăравласа тăнă, йĕркеллех-и. ÇХ, 1999, 42 /, 3 с. 2. Чиркĕвĕн аслă священникĕ. Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕн на-стоятелĕ Николай протоиерей кĕлĕ ирттерет. ПП, 2000, 4 /, 4 с. [Ăна] хирĕç чиркӳри аслă пуп (настоятель) килет. ЧХ, 2000, 34 /, 6 с.