нишлĕлĕх - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.в. Чухăнлăх, юрлăх, мĕскĕнлĕх; нишлĕх. Тинĕс,тинĕс, эс хаяррăн Сăвăçăн юнне-чунне ... нишлĕлĕхсенчен тасат. Çеçпĕл М., 1959, 106 с. Чăваш шульăшĕн вăй-хăвачĕпе нишлĕлĕхне чуна витермелле çырса кăтартма пултарăн. Б.Чиндыков, 1987, 94 с. Нишлĕлĕхрен тухса пĕтессин вара вĕçĕ-хĕрĕ курăнмасть. Х-р, 29.02.1996, 2 с. — чунри нишлĕлĕх (Г.Федоров, 1996, 62 с.); чун нишлĕлĕхĕ (В.Эктел //Х-р, 5.09.1996, 1 с.); чăваш нишлĕлĕхĕ (В.Абрамов, 1998, 27 с.).