оперативник - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Преступление сирсе яма е уçса палăртма, преступниксене тытма тӳреммĕнех хутшăнакан милици ĕçченĕ. Оперативниксем виçĕ ушкăна пайланнă та хула урамĕсем тăрăх саланнă. КЯ, 27.07.1973, 4 с. Оперативниксем ... «Чечня общинин» ертӳçине тытса чарнă. Х-р, 24.01.1996, 1 с. 1999 çулта оперативниксем 160 килограмм ытла наркотик туртса илнĕ. ÇХ, 2000, 12 /, 8 с. — экономикăри преступленисемпе кĕрешекен уйрăмăн оперативникĕ (ÇХ, 2000, 17 /, 4 с.); уголовнăй шырав управленийĕн оперативникĕ (ÇХ, 2000, 37 /, 8 с.).