оргтехника - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Ĕçлĕ хутсене хатĕрлеме, майлама тата кирлĕ çĕре çитерме пулăшакан электронлă техника хатĕрĕсен пĕрлĕхĕ (ксерокс, факс, компьютерсем т.ыт.те). [Ялти] хăш-пĕр вăтам шкулта вĕренекенсен шучĕ çĕре те çитмест... Пурин валли ку чухнехи оргтехника е компьютер класĕ туянаймастăн. Х-р, 14.08.2002, 1 с. Пирĕн офиссенче — хальхи вăхăтри чи çĕнĕ оргтехника. ХС, 2003, 82 /, 6 с.