пайланманлăх - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Пĕрлĕхлĕх, пĕрлĕх, пĕтĕмлĕх. Çĕршыв пайланманлăхне сыхласа хăварма тесе 1994 çул вĕçĕнче Чечен Республикине — Ичкерие Раççей çарĕсене кĕртсе ячĕç. Х-р, 7.05.1998, 2 с. Паян пурте Раççей пайланманлăхне упрамалла теççĕ. ÇХ, 2000, 12 /, 5 с. Захир Шах АПШпа унăн союзникĕсенчен Афганистан территори пайланманлăхне хисеплеме ... ыйтнă. Х-р, 9.10.2001, 2 с.