палăрту - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.п. Паллă туни, регистрацилени; палăртса хуни, тĕв туни. Журнал çинчи палăртусем те пĕр-пĕринпе саплашмаççĕ. К-н, 1985, 21 /, 2 с. Манăн 150 изобретени, чылайăшĕпе патент илнĕ. Черетре — çĕнĕ шухăшсем, палăртусем. ЧÇ, 1998, 11 /, 5 с.