папарацци - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Паллă çынсене мелсĕр вăхăтра ӳкерсе илме хыпăнакан, пăтăрмахшăн тăрăшакан фоторепортер. Çав сăн ӳкерчĕксен авторĕсем — шăпах папараццисем, сенсаци кăна шыраса çӳрекен фотографсем. ÇХ, 1999, 2 /, 4 с. Эдуард Лек-сейччă метеор евĕр ыткăнать кăна, хăваласа çитме çук. Папа-рацци ĕçне, йывăр пулсан та, вĕçне çитермелле. ÇХ, 1998, 37 /, 2 с. Диана «мерседесне» тăхăр папарацци йĕрленĕ. Х-р, 12.07.2002, 3 с.