парнелӳ - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Асăнмалăх япала халаллани; парне пани. Ăна [сирень туратне] именчĕклĕн эп тăсрăм сан енне... Телейлĕччĕ маншăн парнелӳ саманчĕ. М.Сениэль, 1971, 33 с. Питĕ мăнаçлăн пырса çитрĕç вĕсем парнелӳ церемонине ... Камăн укçа пур, çавă хуçа паян. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с. Парнелӳ килĕшĕвĕ (договор дарения) пирки парнелекен хăй те, ... çынсем те тавăç тăратма пултараççĕ. ЫХ, 2001, 20 /, 2 с.