пейджер - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Телефонпа пĕлтернĕ васкавлă хыпара дисплей (экран) çине кăларакан пĕчĕкçĕ çыхăну хатĕрĕ. Самар хулинчи пейджер туса кăларакан компани... Х-р, 29.04.1999, 3 с. Пейджер сас пачĕ-тĕк — хуçи патне пĕлтерӳ çитнĕ. ЧХ, 2001, 29 /, 4 с. Пейджер çине телекуравçăсенчен хыпарсем килме пуçларĕç. Ар, 2002, 13 /, 2 с. — пейджерпа усă кур (ÇХ, 18.09.1998, 3 с.); пейджер çыхăнăвĕ (Х-р, 13.04.2001, 2 с.); пейджер номерĕ (Х-р, 4.08.2001, 1 с.); пейджер парнеле (К-н, 2002, 7 /, 3 с.); пейджерсемпе тивĕçтер (Х-р, 16.03.2002, 1 с.).