пĕлĕмçĕ - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ч.с. Юмлама тата имлеме пĕлекен ăста; ăрăмçă (туп.). Çав суккăр хĕрарăма [Вангăна] ахальтен мар витĕркуран, пĕлĕмçĕ теççĕ. А.Дмитриев //Я-в, 1991, 8 /, 30 с. Чи аслă пĕлӳ вăл — юмăçсен пек, пĕлĕмçĕсен пек пĕлӳ. Ю.Яковлев //ÇХ, 1997, 47 /, 4 с.