питлев - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Сивлесе тăрăхлани; хаяр кулăш, сатира. Вăл повесть — питлев, сатира! К-н, 1978, 15 /, 9 с. Иван Мучи пултарулăхĕнче кулăшпа питлевĕн мĕнпур тĕсĕсене курма пулать. ЧС, 1994, 8 кл. 152 с. Кулăш ăстисен питлевĕ ... нĕрсĕр типсене тăрăннă. ЧЛ, 1994, 11 кл., 157 с. — питлев сăвви (М.Юхма, 1990, 447 с.); питлев сăмахĕ (Ар, 2001, 21 /, 2 с.); — тăрăхлав-питлев (Х-р, 17.05.2003, 3 с.).