поп-культура - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Халăх хушшинче хăвăрт сарăлма, тупăш кӳме пултаракан çăмăлçах искусство хайлавĕсем. Наци культури ураланайман тата нарко-поп-культура вăй илнĕ чух... Х-р, 4.08.1993, 2 с. Этноссем истори тымарĕсене аса илни ... анăçран килекен поп-культура витĕмлĕхне чакарать. ХШ, 1998, 3 /, 108 с.