попса - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с., мăшк. Поп-музыка; поп-культура (туп.). Пурнăç — попса. Нимле искусство та, нимле туйăмсем те кирлĕ мар. Укçа шутлама пĕл ... ÇХ, 1997, 30 /, 7 с. Кусем ... «пепси» ĕçеççĕ, «попса» итлеççĕ. Х-р, 14.06.2000, 3 с. [Вăл] попса анинче суха тунă. ÇХ, 2002, 47 /, 5 с.