порно - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
..., п.х. Хутлă сăмахсен «порнографи» пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Шĕвĕ пылчăк пек порнолăпăрчăк пĕтĕм обществăна хупласа илчĕ. Д.Гордеев //Х-р, 30.03.1994, 3 с. Порнолитературăна вара кашни утăмрах сутаççĕ. ÇХ, 1997, 38 /, 5 с. Порнофильмсенче ӳкерĕнмешкĕн йывăр пулчĕ-и. ÇХ, 2001, 30 /, 8 с. — порно-китч (Я-в, 1989, 6 /, 25 с.); порнобизнес, порнорынок (Х-р, 30.03.1994, 3 с.).